дан - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., спорт. Тухăç кĕрешӳ мелĕсенчи ăсталăх шайĕн виçи-палли; разряд. Пиллĕкмĕш дан кĕрешӳçĕ ăсталăхĕ çӳллĕ шая çĕкленнине пĕлтерет, хура пиçиххи çыхма ирĕк парать. Х-р, 4.03.1994, 1 с. Халĕ Чăваш Республикинче 3-мĕш дан илнĕ ентешĕмĕр те пур. ÇХ, 1998, 45 /, 2 с. В.Гришин иккĕмĕш дана тивĕçнĕ. Х-р, 2.03.2000, 4 с. Пирĕн командăн ертӳçине В.Тимофеева IV дан экзаменне тытни çинчен сертификат пачĕç. ÇХ, 2000, 6 /, 11 с.