дембель - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., калаç. 1. Çар тивĕçне кирлĕ чухлĕ пурнăçланă хыççăн киле таврăнмалли ирĕк; демобилизаци. Вăт, çапларах экипировка çакăнса тăратчĕ ... дембеле каймалли япаласем хушшинче. В.Эктел, 1996, 54 с. Анчах çак вăрçа пула манăн дембель «такăнчĕ». ÇХ, 1999, 42 /, 2 с. Дембельччен мĕн чухлĕ юлнине талăкпа шутлать. Х-р, 2.08.2000, 3 с. 2. Хĕсметне (службине) вĕçленĕ салтак. Тыткăнра пулнă вăхăта çар тивĕçне пурнăçланă тапхăра кĕртнĕ дембель-моджахед ... тăван ялне тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Х-р, 15.06.1995, 4 с. Кăкăрсене каçăртса хурса, ... тава тивĕçлĕ Раççей дембелĕн юлхав уттипе вĕсен пӳрчĕ умĕнчен ... иртес. ÇХ, 25.01.1997, 4 с. Кузовра çирĕм дембель ларать вĕт. ÇХ, 2000, 34 /, 12 с. — дембель тупри (В.Эктел, 1996, 58 с.); — хĕç-пăшаллă вăйсен «дембелĕсем» (Ар, 2001, 8 /, 1 с.).