дизайн - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Япалана илемлĕ, хăтлă, тирпейлĕ ăсталани е тавралăха килĕшӳллĕ сăн кĕртни; тăвăм ӳнерĕ (туп.). Универ-ситетра дизайн, ӳнер уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. ÇХ, 1997, 46 /, 3 с. Сĕтел-пукан дизайнĕпе ĕçлекенсем те пур. ÇХ, 2000, 12 /, 8 с. Аслă ывăлăм кăçал университетри энергетика факультетĕнчи дизайн уйрăмĕнчен вĕренсе тухмалла. ПЧЕ, 2001, 4 /, 3 с. — çутă сăрăллă дизайн (ÇХ, 1999, 8 /, 1 с.).