дипломат - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п. Хут-кăранташ тата кĕнеке тавраш чиксе çӳремелли пĕчĕк те лаптак чăматан. Людмила Павловна хучĕсене чăштăртаттарса пĕчĕк чăматана, юлашки вăхăтра модăна «дипломат» ятпа кĕнĕскерне чиксе хучĕ. Г.Краснов, 1985, 111 с. Гастронома кĕрсе «дипломатне» ... пылак кучченеç, «çутти» тултарчĕ. В.Эктел, 1996, 85 с. Дипломат йăтнă ... тĕреклĕ çын çăмăллăн утать. ХШ, 1999, 4—5 /, 114 с. Арçын ... дипломатне коридорта пăрахса хăварать. С-х, 2000, 19 /, 4 с.