докладçă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Халăх умне тухса тĕплĕн калаçакан, доклад тăвакан çын. «Тимлĕ пулăр, юлташсем!» — терĕ докладçă çемçе те витĕмлĕ сасăпа. Д.Гордеев, 1981, 73 с. Докладçă йăл-йăл кулса каялла таврăнать. У.Улхаш, 1993, 60 с. Докладçăсем хăйсен шухăшĕсемпе «Хыпар» вулаканĕсене çитес вăхăтрах паллаштарма пулчĕç. Х-р, 23.02.1994, 1 с.