дубляж - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Кинофильма е хаçата тепĕр чĕлхене куçарса кăларни; куçару. Çав вăхăтрах [фильмсен] дубляж пахалăхĕ пирки асăрхаттарусем нумай килеççĕ. КЯ, 21.05.1989, 3 с. Чăваш районĕсенче чăвашла хаçат дубляжпа тухни — наци туйăмне кӳрентерни. Х-р, 3.03.1993, 2 с. «Хресчен сасси» дубляжĕ пулĕ-и вăл е расна хаçат-и. Х-р, 21.02.1997, 3 с. Вăрçă хыççăн кинокартинăсене чăвашла калаçтарасси тапранса кайрĕ. «Дубляж» сăмах килсе кĕчĕ. Г.Ефимов //Х-р, 7.10.2000, 4 с. — дубляж-хаçат (ÇХ, 1999, 3 /, 1 с.); дубляж хаçачĕ (Х-р, 3.11.1999, 4 с.).