евăсем - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.я. Хĕр-упраç; хĕрарăмсем. Сăпайлăх тени çеç куллен çухалать. Çамрăк евăсем те ытлашши сĕмсĕрленсе кайрĕç. ÇХ, 1998, 37 /, 12 с. Тепĕр чух хаш-хаш сывлаççĕ ватă адамсем... Пурпĕрех пĕччен çӳреççĕ çамрăк евăсем. Н.Теветкел //Ар, 2001, 19 /, 3 с.