евроюсав - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Хĕвеланăç Европа калăпĕпе (стан-дарчĕпе) ирттерекен юсав ĕçĕ. Лайăх пурнăç илĕртнĕренех бомжсене тара тытса «евроюсав» тунă. ÇХ, 1999, 39 /, 5 с. Чăн-чăн евроюсав валли укçа çук. ÇХ, 2000, 37 /, 10 с. Кăçал Юнкăпуçĕнчи кафере евроюсав ĕçĕсем турĕç. ÇЯ, 29.09.2001, 4 с.