зэк - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Тĕрмене лекнĕ, судпа айăпланнă çын; тĕрме çынни. Колонисемпе следстви изоляторĕсенче тĕн çыннисем кĕлĕ ирттереççĕ. Вĕсен сăмахĕ зэксемшĕн сиплĕ эмел пекех. ÇХ, 18.01.1997, 2 с. Зэксем пек усал сăмахсемпе перкелешмест вăл. ÇХ, 1998, 37 /, 8 с. Зексем читлĕхре, пурте пĕлеççĕ, «çемьесем» çавăраççĕ — арçынсенчен хĕрарăмсем туса хураççĕ. Х-р, 5.10.2000, 3 с. Зексен хушшинче те талантлисем сахал мар. Х-р, 11.04.2001, 1 с. — политзэк (Х-р, 5.02.1997, 1 с.).