идеологизациле - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Идеологи тĕллевĕсене мала хур, идеологипе витер. Культурăн кашни-кашни клеткине идеологизацилеме тытăнтăмăр. КЯ, 14.12.1989, 4 с. Виçесĕр идеологизациленĕ хайлавра психологизмла анализ валли пач та вырăн çук. Ю.Артемьев, 1991, 147 с. Чĕлхене идеологилеме малтанах тытăннăччĕ, ку хутĕнче «тасатсах» çитерчĕç. Д.Гордеев //Я-в, 1991, 8 /, 29 с.