икĕуйăхлăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Икĕ уйăха пыракан (утмăл кунлăх) тапхăр. Çул-йĕрĕ те начар пулас çук — ăна юсамалли икĕуйăхлăх вĕçленсе пырать. К-н, 1979, 16 /, 5 с. Çул-йĕр тумалли икуйăхлăхра эпир республикăри штабăн куçса çӳрекен вымпелне илтĕмĕр. К-н, 1982, 17 /, 2 с. Икуйăхлăха хастар хутшăнакансем валли экологи министерстви хаклă парнесем хатĕрлет. Х-р, 29.02.1996, 4 с.