икĕчĕлхелĕх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Икĕ чĕлхе килĕшӳлĕхĕ (икĕ чĕлхепе тухăçлă усă курни, икĕ чĕлхе вĕренни т.ыт.те). Икчĕлхелĕхе, урăхла каласан, вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхине вĕрентессине пĕр енлĕ ăнланнă. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Республикăри хаçат-журналсенче наци историйĕн ыйтăвĕсемпе икчĕлхелĕх ... çинчен уçăмлă калаçусем пуçланчĕç. КЯ, 24.05.1989, 4 с. Икчĕлхелĕх вăл — вырăс чăваш чĕлхине патшалăх чĕлхи вырăнне хурса хисеплени, чăваш — вырăсăнне. Х-р. 8.10.1992, 2 с. Чĕлхе саккунне йышăннă чухнех калаттăмăр, икĕчĕлхелĕх пĕр енлĕ мар, икĕ енлĕ пулмалла. ÇХ, 15.05.1998, 5 с. — икчĕлхелĕх тапхăрĕ (КЯ, 15.05.1988, 4 с.); икĕчĕлхелĕх самани (Я-в, 1991, 25 с.); — наци-вырăс икчĕлхелĕхĕ (КЯ, 15.12.1988, 3 с.);