илемлĕх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
1. П.п. Пурнăçа ятарлă мелсемпе сăнарласа кăтартни, хайлавăн (туп.) эстетикăлла пахалăхĕ; художествăлăх. Хумма Çеменĕ ... произведени илемлĕхĕшĕн, чĕлхе тасалăхĕшĕн епле ĕçлемеллине кăтартса панă. Ç.Элкер //Я-в, 1946, 9 /, 21 с. Тăхти калавĕсенче пĕлмелли, вĕренмелли илемлĕхрен ытларах тенипе килĕшме çук. Ю.Яковлев //ТА, 1989, 9 /, 69 с. Илемлĕх (художественность) тени термин пĕлтерĕшлĕ, вăл кирек хăçан та конкретлă произведенин сăнарлă тытăмĕпе çыхăннă. Г.Фе-доров, 1994, 6 с. — илемлĕх енĕ (К-ш, 26.06. 1927); илемлĕх мелĕсем (Я-в, 1968, 11 /, 25 с.); илемлĕх системи (Я-в, 1980, 5 /, 29 с.); илемлĕх уйрăмлăхĕсем (ЧХС, 1985, IV т., 53 с.); илемлĕх культури (Я-в, 1990, 5 /, 28 с.); илемлĕх чăнлăхĕ (Я-в, 1990, 7 /, 29 с.); илемлĕх шайĕ (Я-в, 1991, 12 /, 25 с.); илемлĕх ăслайĕсем (ЧЛ, 1994, 11 кл., 210 с.); илемлĕх пайрăмĕ, илемлĕх хатĕрĕсем (П.Метинпа А.Мефодьев, 1997, 16 с.). 2. П.п. Сăнарлă искусство; ӳнер (туп.), художество. «Илемлĕх галерейи» çаврăнăшпа Митта Ваçлейĕ хăйĕн кун кĕнекинче тахçанах усă курнăччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 389 с. Илемлĕхпе графика факультетĕнче вĕреннĕ чухне мана В.Урташ «художник тĕк, писатель пулатăн» тенĕччĕ. Х-р, 5.09.1996, 3 с. Ăна пединститутра тин уçăлнă илемлĕхпе ӳкерӳ факультетне ĕçе илеççĕ. Т-ш, 1998, 5 /, 5 с. Вăл пирĕн журналăн илемлĕх редакторĕччĕ. Ç-т, 1999, 1—2 /, 54 с.