илĕртӳçĕ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Çавăрма, илĕртме, астарма пултаракан çын; астармăш, астаруçă. Местифотель — усал кăмăллă илĕртӳçĕ. Фауст, 1979, 14 с. Чи пысăк илĕртӳçĕсенчен пĕри Иран шахĕ Реза Пехлеви пулнă... Пĕтĕмĕшпе унăн пин еркĕн пулнă. Х-р, 10.09.1996, 3 с. Çамрăк илĕртӳçĕне ручка тыттарнине никам та сисмерĕ. К-н, 2002, 7 /, 11 с. — ВЧС, 1971, 728 с., 730 с.