иммун - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
иммун тытăмĕ (иммун системи), ç.в., мед., биол. Организма сарăплă клеткăсемпе япаласенчен сыхлакан, хӳтлĕх тайăнне пурнăçлакан органсемпе тĕртĕмсен пĕрлĕхĕ (шăмă сăсăлĕ, тимус т.ыт.те); иммунитет системи. Ыхра иммун тытăмне çирĕплетет. С-х, 1999, 19 /, 4 с. Организма кирлĕ мар япала лексенех пирĕн иммун системи унран хăтăлма тăрăшать. ÇХ-рĕ, 15.12.1999, 4 с. Стресс вăхăтĕнче иммун тытăмĕ чире хирĕç кĕрешеймест. С-х, 2000, 18 /, 3 с. Простатитран ... иммун тытăмне çирĕплетекен препаратсемпе те сипленмелле. Ар, 2001, 49 /, 3 с.