инаугураци - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Суйлавра çĕнтернĕ президент е кĕпĕрнаттăр ĕçе пуçăннă кун ирттерекен официаллă йăла-йĕрке (ĕнентерӳ хутне илни, тупа туни т.ыт. те). Депутатсем Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н.Федоров ĕçе официаллă йĕркепе пуçăннă ятпа ирттернĕ инаугураци церемонине хутшăнчĕç. Х-р, 22.01.1994, 2 с. ЧР Президенчĕ Н.Федоров ĕçе тытăнассипе çыхăннă чаплă церемони иртрĕ. Ăна инаугураци теççĕ. Т-ш, 1998, 3 /, 1 с. Должноçа кĕнĕ ятпа ирттерекен шавлă ĕçкĕ-çикĕ (халь ăна «инаугураци» теççĕ). Ар, 2001, 6 /, 1 с. Мускав облаç кĕпĕрнаттăрĕн Б.Громовăн инаугурацийĕ. ÇХ, 2000, 5 /, 2 с.