инçетлĕх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Инçет, ката; уçлăх, анлăх (туп.). Йывăç тĕмĕсем ... шупкалса пыракан инçетлĕхре пач палăрми пулса, куçран çухалаççĕ. П.Афанасьев, 1985, 46 с. Пĕтĕм инçетлĕхе юр чаршавĕ картланă. Н.Мартынов, 1985, 30 с. Мĕскĕнлĕхпе вак шухăшсен купи çĕтет те, карăнать инçетлĕх. Г.Ирхи, 1991, 51 с. Тĕтресĕр уçă ирпе, инçетлĕхре-горизонтра пулин те, вăрман курăнать. Х-р, 12.09.1996, 3 с. — уй инçетлĕхĕ (А.Медведев, 1941, 15 с.); шыв инçетлĕхĕ (Хв.Агивер, 1984, 91 с.); тинĕс инçетлĕхĕ (Х-р, 27.06.2003, 3 с.); кăн-кăвак инçетлĕх (Н.Теветкел, 1964, 78 с.); асăмри инçетлĕх (Г.Юмарт, 1983, 14 с.); тӳрем инçетлĕх (Св.Асамат //П-н, 1990, 2 /, 15 с.); — инçетлĕхе йыхăр (В.Эктел, 1996, 58 с.); инçетлĕхе çывăхлат (Ю.Сементер //Я-в, 1999, 11—12 /, 9 с.).