интернет - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Тĕнчери компьютерлă çыхăну тытăмĕ тата информаци çăлкуçĕ. Компьютерпа ĕçлетĕп те пушă вăхăт тупăнсан Интернета кĕрсе каятăп. Т-ш, 1999, 8 /, 11 с. Ыйтусен анкетине Интернета кĕртрĕмĕр. ÇХ, 1999, 13 /, 8 с. Пирĕн республикăра та Интернет системи пысăк утăмсем тăвать. Чăваш патшалăх университетĕнче Интернет класĕсем уçăлнăранпа çур çул çитет. ХС, 1999, 20 /, 1 с. Курав материалĕсем ... пĕтĕмпех Интернетра пулĕç. Çак ĕçе туса ирттерме пире ЧПУн Интернет центрĕ пулăшĕ. Х-р, 9.08.2000, 4 с. — Интернетри сайтсем (ÇХ, 2000, 38 /, 4 с.); Интернетпа çыхăннă компьютер (Х-р, 18.09.2001, 4 с.); Интернет-проект, Интернет версийĕ (Х-р, 22.11.2001, 2 с.); Интернет хутлăхĕ (Х-р, 25.04.2002, 1 с.); Интернет пӳлĕмĕ, Интернет салонĕ (ПÇ, 23.04.2003, 2 с.).