инфратытăм - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с., ç.с. Общество пурнăçне тата экономика ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пыма май паракан хуçалăх сыпăкĕсен пĕрлĕхĕ (çул-йĕр, транспорт, çыхăну т.ыт.те). Чи малтанах халăх хуçалăхĕн инфраструктурине çĕнететпĕр, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртетпĕр. Х-р, 13.01.1994, 1 с. Хула инфраструктурине аталантарасси. Х-р, 13.02.1997, 1 с. Общество инфратытăмне уйрăм çынсен инвестицийĕсене явăçтарасси. Х-р, 23. 05.2001, 7 с. [Бизнес-центрта] бизнесменсене кирлĕ пĕтĕм инфратытăм пулĕ. Х-р, 18.09.2001, 1 с. — экономика инфраструктури (Х-р, 7.04.2001, 1 с.); социаллă инфраструктура (ÇХ, 2003, 13 /, 13 с.).