исламизм - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Пĕтĕм тĕнчери мăсăльмансене пĕр чăмăра (халифата) пĕрлештерме, ислам витĕмне вăйлатма тăрмашакан политикăпа тĕн юхăмĕ; панисламизм. Рим папи экстремистла исламизма хытă критикленĕ. Х-р, 23.01.1996, 3 с. Ассамблейăн [Тĕрĕк халăхĕсен ассамблейин] тĕллевĕсем нихăçан та «пан-тюркизм», «исламизм» ăнлавсемпе çыхăнса тăман. Х-р, 15.09.2001, 2 с.