итлев - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. 1. Итлени, тăнлани; илтӳ. Ман хăлхасем илтмеççĕ, итлев аппаратне вара киле манса хăварнă. А-а, 1999, 19 /, 2 с. — итлев-курав меслечĕ (ЧЧВМ, 1998, 8 с.). 2. Обществăшăн пĕлтерĕшлĕ темăна депутатсем ăстаçăсемпе экспертсене хутшăнтарса ирĕклĕн сӳтсе явни. Парламент хăйĕн итлевĕсене, ларăвĕсене, сессийĕсене ирттерет. ÇХ, 1999, 11 /, 2 с. Комитетсен ларăвĕнче, парламент итлевĕсенче депутатсем республикăсен патшалăх чĕлхисемпе калаçма пултараççĕ. Х-р, 6.08.1998, 2 с. РФ Патшалăх Думин Хĕрарăмсен, çамрăксен тата çемье ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ ... парламентăн уçă итлевĕсене ирттернĕ. ÇХ, 2001, 21 /, 2 с.