ишевçĕ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Ишев ăмăртăвне хутшăнакан е ахаль ишекен çын. Чим, ишевçĕ пулăп эп, ишĕп кăртăш пулă пек. А.Савельев-Сас, 1981, 8 с. Ишевçĕсен ăмăртăвĕнче пирĕн спортсменсем пĕрремĕш вырăна тухаймарĕç. Х-р, 19.06.1997, 4 с. Чăваш ишевçисем Раççей чемпионатĕнчен таврăнчĕç. ÇХ, 1999, 11 /, 12 с. Çу кунĕсенче хаçатра çамрăк ишевçĕсем валли «Дельфин канашĕсем» кĕтес тухса тăнă. Т-ш, 2000, 31 /, 9 с. — ВЧС, 1971, 513 с.; Егоров, 1960, 271 с.