йĕке хӳре - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран пĕрремĕшĕ. Йĕкехӳре çулĕнче çуралнисен асăрханулăхпа тимлĕх сахал. ЯБ, 1990, 1 /, 63 с. Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче унта [Китайра] Йĕке хӳре çулĕ пуçланать. Х-р, 23.01.1996, 3 с. 1996 çул, Йĕкехӳре çулĕ республикăна харăсах тăватă генерал парне-ленĕччĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 2 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Йĕкехӳрен çынсемпе çураçуллăрах пулма вĕренмелле. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Гороскоппа эпĕ — Йĕке хӳре. ÇХ, 1999, 1 /, 12 с. Пĕччен Йĕке хӳресем Качака çулĕнче юрату авăрне сикеççĕ. ÇХ, 2003, 2 /, 5 с.