йогурт - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Улма-çырла сĕткенне ярса техĕмлетнĕ çăра турăх. Нимĕçсен технологийĕпе кунта [Москакассинче] йогурт хатĕрлеççĕ. Х-р, 22.06.1995, 1 с. «Шупашкар сĕт завочĕ» АО юлашки çулсенче çĕнĕ технологие алла илчĕ, ... халĕ унта йогурт та кăлараççĕ. ХС, 1999, 33 /, 2 с. Кунсерен 150-шар грамм йогурт çини шăнса пăсăласран сыхланма... май парать. С-х, 1999, 1 /, 2 с. Амалăх умне йогуртпа е кефирпа ... сиплени чăнах та кăсăк мел. С-х, 2000, 18 /, 4 с. — йӳçнĕ сĕтрен тунă йогурт (С-х, 1999, 19 /, 3 с.); улма-çырла йогурчĕ (С-х, 2000, 29 /, 3 с.); консервант хушнă йогурт (С-х, 2000, 41 /, 3 с.); çуллă йогурт (С-х, 2001, 11 /, 3 с.). — танл., югурт (П.Хусанкай, 1977, 272 с.).