йӳркĕн - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Куçса çӳрекен, пĕр вырăнта тĕпленсе пурăнман (халăх, йăх). Чăваш халăхĕ вырăнта пурăннă финн-угр йăхĕсемпе ютран килнĕ йӳркĕн тĕрĕк халăхĕсем хутшăннипе пулса кайнă. XШ, 2000, 4 /, 106 с. Тата куян чупса çӳрет унта — пур йӳркĕн йăх пекех ăратлă. А.Т.-Ыхра, 2001, 67 с. — йӳркĕн халăх (Х-р, 21.11.1991).