калуçă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., лит. Литература хайлавĕн ĕç-пуçа хăй ячĕпе каласа паракан сăнарĕ. Калуçă (тĕрĕссипе ăна кунта халапçă темеллеччĕ) хушăран хушă Хĕветĕрпе пĕрлешсе каять. В.Родионов //Х-р, 18.11.1998, 3 с. Проза хайлавĕсенче калуçă (повествователь) тата калавçă (рассказчик) пуррине, автор сăнарĕ темиçе сийлĕ пулнине ăнланмалла çамрăк вулавçăсен. Х-р, 14.03.2000, 3 с. Кунта [сăвăлла юмахра] калуçă сăмахĕсене те сăвăласа çырнă. Х-р, 14.06.2000, 3 с.