картлаç - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.в. Картлашка; пусма, пусăм. Вăл малтан запасри юстици капитанĕ çеç пулнă-мĕн, ăна тӳрех 5 картлаç сиктерсе хăпартнă. Х-р, 4.09.1996, 3 с. Пĕринчен тепри илемлĕ çамрăксем...картлаçпа анса каяççĕ. Х-р, 5.02.1997, 3 с. Чăвашлăх идейине тĕпе хурса ĕçлени вĕсемшĕн çутта тухмалли пĕрремĕш картлаç пулнă имĕш. ÇХ, 1997, 38 /, 4 с. — картлаçпа хăпар (В.И.Паймен, 1964, 59 с.); картлаç çинче тăр (Д.Гордеев, 1983, 193 с.); картлаç çине лар (М.Юхма, 1991, 93 с.); — пусма картлаçĕ (А.Эсхель, 1983, 38 с.); кун-çул пусмин картлаçĕсем (Ю.Артемьев, 1991, 140 с.); влаç картлаçĕ (Х-р, 13.04.1996, 2 с.).