кăларăм - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п. Радиопа паракан е телевиденипе кăтар-такан пĕр-пĕр программа; передача. Хамăр та пĕчĕк чухне «Спо-койной ночи, малыши» передачăна еплерех кĕтеттĕмĕр те. Ун чухне чăвашла тухакан унашкал кăларăм çукчĕ. ÇХ, 1999, 9 /, 12 с. «Ăраскал» — наци кăларăмĕ [Пуçелĕк]. ÇХ, 1999, 29 /, 1 с. Миçе çул ĕнтĕ [Г.Вастрюкова] ача-пăча передачисен редакцине ертсе пырать. Вăл хатĕрлекен «Шăнкăрав» кăларăма итленĕ хыççăн чун çемçелет. Т-ш, 1999, 10 /, 1 с. — радио кăларăмĕсем (Д.Гордеев //В-х, 8.07.1991, 12 с.); — кăларăм хатĕрле, кăларăм пăх (Х-р, 21.08.1998, 1 с.); кăларăма хутшăн (ÇХ, 1999, 2 /, 12 с.).