кăрлач - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ч.с. Çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕ, январь. Кăрлач çаплах-ха юр аллать. А.Тимбай, 1985, 24 с. 1980 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче эпĕ ... Мускава таврăнтăм. Х-р, 26.06.1992, 2 с. 1941 çулхи раштав, 1942 çулхи кăрлач уйăхĕсенче шартлама сивĕсем тăчĕç. Ç-т, 1995, 4—5 /, 24 с. Чӳречерен юрпа сапать кăрлач. Н.Ишентей, 1997, 6 с. 1942 çулхи кăрлачра ... фронта ăсатма пуçланă. ÇХ, 2001, 47 /, 3 с. — кăрлач сивви (С.Шавлы, Юхма М., В.Алентей...); кăрлач шартлами (Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 9 с.).