кăтартмăш - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Пĕр-пĕр ыйтупа çыхăннă япаласене е пулăмсене кĕнекере кĕскен асăнса тухни; указатель. Юмах сюжечĕсен кăтартмăшĕнче (указателĕнче) ... 449 сюжет шутланать. ЧХС, 1973, 1 т., 9 с. Ку кăтартмăша Чăваш Республикин кĕнеке палатинчи картотекăра упранакан хыпарсем тăрăх хатĕрленĕ. ЧЛК, 1998, 45 с. В.Г. Егоровăн «Чăваш чĕлхи çинчен çырнă ĕçсен кăтартмăшĕ» ... те интереслĕ. Н.Егоров // ХШ, 2000, 4 /, 102 с. Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ (çулсен кăтартмăшĕ). В.Станьял, 2001, 62 с. — чăвашла-вырăсла кăтартмăшсем (Х-р, 13.02.1997, 3 с.)