кăтарту - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п. Халăха пухса çĕнĕ япалапа, пултарулăх ĕçĕпе чаплăн паллаштарни; презентаци, хăтлав. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Сăра музейĕнче ятарлă кăтарту пулĕ. Х-р, 20.06.2000, 2 с. А.Тимофеев-Ыхран «Çырусем» ... кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Ун умĕн ... В.Пушкин пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури» учебник-хрестоматин кăтартăвне йĕркеленĕччĕ. Х-р, 19.10.2001, 4 с.