кетчуп - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Техĕмлетнĕ томат соусĕ. Сыпă хытă ан ыраттăр тесен ирсерен пĕр чей кашăкĕ горчица е кетчуп çийĕр. С-х, 1999, 1 /, 1 с. Санкт-Петербургри «Çăлкуç» предприяти хатĕрлекен «Старпом» кетчупа ... сутма чарнă. Х-р, 16.08.2000, 3 с. Кетчуп хатĕрлеме ... помидор, симĕс пан улми, сухан илмелле. Т-ш, 2001, 34 /, 12 с.