кĕвĕ-çемĕ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Кĕвĕ-юрă, музыка, мусăк. Алăк хупăнать, кĕвĕ-çемĕ чарăнать. Г.Ефимов, 1960 (Акăшпи), 37 с. Хальччен çунатлантарнă кĕвĕ-çемĕ чуна ыраттарать. Д.Гордеев, 1988, 259 с. Ф.П.Павловпа С.М.Максимов чăваш кĕвви-çеммине тăван чĕлхепех самай çыпăçуллă тишкерме пултарнă. ХЭ, 1996, 142 с. Пушă вăхăтра сăвă çыратăп, кĕвĕ-çемĕ итлетĕп. Т-ш, 1998, 3 /, 11 с. — юрă-ташă кĕвви-çемми (Ю.Скворцов, 1978, 35 с.); çамрăксен кĕвви-çемми (Хв.Агивер, 1984, 185 с.); ют çĕршывсенчи кĕвĕ-çемĕ (К-н, 1987, 22 /, 2 с.); — кĕвĕ-çемĕ терминĕсем (ХЭ, 1996, 142 с.); кĕвĕ-çемĕ уявĕ (Т-ш, 1998, 10 /, 3 с.).