кĕл чечек - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
, п.с. Пахчара ĕрчетекен шултра та илĕртӳллĕ çеçкеллĕ, йĕплĕ туналлă чечек. Эпир кĕлчечексем вĕçтернĕ. Г.Айхи, 1968, 104 с. Манăн хĕрлĕ кĕлчечек пулас килет. Б.Чиндыков, 1987, 40 с. Кĕлчечек хĕртен хитре. Т-ш, 10.10.1990, 8 с. Ытам тулли кĕлчечекпе кĕтсе илетчĕ. Х-р, 8.06.1999, 3 с. Яланах кĕл чечек пек илемлĕ пул. Т-ш, 1999, 11 /, 1 с. — кĕлчечек çыххи (Р.Сарпи, 1983, 77 с.); кĕлчечек шăрши (Г.Юмарт, 1983, 32 с.); кĕлчечек пахчи (В.Ахун, 1990, 94 с.); кĕлчечек çеçки, кĕлчечек çăвĕ (ÇХ, 2000, 5 /, 8 с.); кĕлчечек туян (Б.Чиндыков, 1987, 40 с.); кĕлчечек парнеле (ÇХ, 1999, 9 /, 3 с.); — шурă кĕлчечек (ÇХ, 1999, 6 /, 4 с.); чĕрĕ кĕл чечек (Т-ш, 1999, 9 /, 10 с.); кĕрен кĕл чечек (ÇХ, 23.11.2001, 4 с.).