кĕмĕл - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
1. П.п. Укçа-тенкĕ, нухрат (туп.), финанс пур-лăхĕ. Сана аван, кĕсйӳне таçтан та кĕмĕл юхса кĕрет. А.Афа-насьев, 1985, 74 с. «Эларăн» пĕтĕм укçи тенĕ пек унта [«Аяр» банкра], ... халĕ вара завод хăйĕн «кĕмĕлне» «Аяртан» туртса кăлараймасть. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Район бюджетĕнче ун чухлĕ кĕмĕл çук. А-д, 17.12.1999, 4 с. Апат-çимĕç илме те кĕмĕл юлман иккен. ÇХ, 2001, 34 /, 2 с. — «кĕмĕл» тыттар (Х-р, 21.02.1997, 4 с.); «кĕмĕл» пар (Ар, 2000, 10 /, 4 с.). 2. Ç.п. Ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннăшăн паракан медаль. Т.Герасимова 3 çухрăмра иккĕмĕш, çухрăм çурăра виççĕмĕш пулса «кĕмĕлпе» «пăхăра» çĕнсе илнĕ. Х-р, 11.07.1997, 4 с. Ларисăпа Ольга Раççейшĕн «ылтăнпа» «кĕмĕл» çĕнсе илчĕç. Х-р, 13.02.1998, 4 с.