киви - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Кăштăрка хăмăр хупăллă, çутă симĕс ăшлă, чăх çăмарти пысăкăш кăнтăр çимĕçĕ. Кивисене Çĕнĕ Зеландирен тиесе килнĕ, апельсинсем Израиль çĕрĕн сĕткенĕпе ӳснĕ. Х-р, 12.02.1997,1 с. Киви çимĕçе лавккасемпе пасарсенче тахçанах сутаççĕ, анчах та çынсем ăна питех туянмаççĕ. С-х, 2000, 6 /, 2 с. Хăш-пĕр çынсен киви çисен аллерги пулать. ÇХ, 2001, 14 /, 9 с. Кивие юн пусăмĕ пысăккипе аптракансен уйрăмах нумай çимелле. С-х, 2001, 34 /, 4 с.