киновидеопĕрлешӳ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Кино- тата видео-фильмсене туянса килсе халăха кăтартассине йĕркелекен орга-низаци. Киновидеопĕрлешӳ — ахăртнех, укçа ытларах пухас тесе — ют çĕршывсенче ӳкернĕ фильмсене кăна кăтартать. Х-р, 28.07.1992, 3 с. — республикăри киновидеопĕрлешӳ директорĕ (КЯ, 21.05.1989, 3 с.); киновидеопĕрлешӳре ĕçлекен (КЯ, 2.12.1989, 3 с.).