киноçăлтăр - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Кинора ӳкерĕнсе чапа тухнă çын; мухтавлă киноактер. Чăвашсен чăн-чăн киноçăлтăрĕ — Тани Юн. Х-р, 25.03.1998, 3 с. Киноçăлтăрсем ... хăйсен çамрăклăхĕпе илĕртӳлĕхĕн рецепчĕсемпе паллаштараççĕ. ÇХ, 2000, 37 /, 1 с. Киноçăлтăр гимнастики [Пуçелĕк]. С-х, 2000, 10 /, 4 с. — пулас киноçăлтăр (Х-р, 24.06.1992, 3 с.); паллă киноçăлтăр (Х-р, 26.09.1996, 3 с.); чаплă киноçăлтăр (С-х, 2000, 25 /, 4 с.); Раççей киноçăлтăрĕ (ÇХ, 2000, 37 /, 10 с.).