кнеç - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.в. Пĕр-пĕр хутлăх пуçлăхĕ; князь. Пĕчĕк пухусенче каланисене пирĕн «кнеçсем» илтмеççĕ. П-н, 1990, 2 /, 1 с. Кнеç мар, хресчен — сухаçă та утарçă — пулнă вăл. Н.Теветкел //Х-р, 11.04.1998, 7 с. Владимир кнеç ячĕпе лартнă палăк уйрăмах килĕшрĕ. Х-р, 19.01.1999, 3 с. Хусан ханлăхĕнче чăваш хушшинчен тухнă тавралăх кнеçĕсем (пӳсем), вырăнти кнеçсем (çĕрпӳсемпе вунпӳсем), турхансем сахал пулнă. Я-в, 2000, 5 /, 49 с. — кнеç хĕрĕ (Х-р, 8.10.1998, 3 с.); кнеçсен влаçĕ (Х-р, 18.07.2001, 2 с.); — удел кнеçĕ (Х-р, 22.02.2000, 1 с.); вырăс кнеçĕ (Г.Юмарт, 2001, 12 с.); аслă кнеç (Х-р, 17.07.2001, 2 с.).