команда - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
1. Ç.п. Суйланас тĕллевлĕ çыннăн е пĕр-пĕр пуçлăхăн таврашĕ, çывăх йышĕ. Премьер команда пухать [Пуçелĕк]. Х-р, 26.01.1994, 1 с. Министр канашлăва пухăннисене хăйĕн çĕнĕ командипе паллаштарчĕ. Х-р, 6.03.1998, 1 с. Н.Федоров команди В.Шурчанов командине пĕр листовкăпа та вараламан. Х-р, 28.03.1998, 7 с. Кăлава... хăйĕн командипех килчĕ, хĕрлĕ хăю касрĕ. К-н, 2002, 16 /, 19 с. 2. Ç.п. Пĕрлехи тĕллевсене пурнăçлама пĕтĕçнĕ ушкăн. Н.Григорьевăн (вăл Шурчановпа пĕр командăра) вара хăйĕн рабочийĕсене тӳлемелли парăм та питĕ пысăк. Х-р, 25.12.1997, 3 с. Федераци центрĕнче регионсемпе ăста ĕçлеме пĕлекен команда çаплипех çук. Х-р, 6.08.1998, 3 с. Çак команда комбинат укçине хăйĕн кĕсйине чикмесен, «Химпромри» вăтам ĕç укçи ... темиçе хут пысăкрах пулмалла. Ч-х, 1999, 27 /, 6 с.