комлидер - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., кĕск. Коммунистсен партийĕн е унăн пĕр-пĕр вырăнти организацийĕн пуçлăхĕ. Нумаях пулмасть-ха компапртлидерсем, «Наци ыйтăвне татса патăмăр», — тесе ... калаçатчĕç. Х-р, 26.09.1992, 2 с. Патăрьелĕнче [суйлавра] комертӳçĕсем çĕнтерме шутлаççĕ. Х-р, 14.09.1996, 2 с. Раççей комлидерĕсенчен пĕри — В.Стародубцев. Х-р, 21.01.1997, 3 с. Хăй вăхăтĕнче кунта [хăна çуртĕнче] ... Мускавран килнĕ комлидерсем çĕр каçнă. ÇХ, 1997, 41 /, 5 с.