коммерциализациле - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Хăй- тĕллĕнлĕхе (туп.) тата рынок хутшăнăвĕсене тĕпе хурса ĕçлеттер. Чăваш Республикин статистика управленийĕ суту-илӳпе обществăлла апатлану предприятийĕсене коммерцилес процесс мĕнле пынине пĕтĕмлетнĕ. Х-р, 17.07.1992, 1 с. Суту-илĕве коммерциализацилени те (90 процент таран) конкуренци çуратмарĕ. Х-р, 10.10.1992, 2 с.