компьютеризаци - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Компьютерсемпе анлăн усă курма пуçлани; обществăна компьютерсемпе тивĕçтерни. Çак çĕнĕ ăнлавсемпе юнашарах вунă çул каялла никамах та илтмен «компьютеризаци», «информатика» сăмахсем тăраççĕ. ТА, 1989, 9 /, 59 с. Унта [Америкăра], паллах, пĕтĕм çĕнĕ прибор, çӳллĕ шайри технологи, компьютеризаци. ÇХ, 2001, 31 /, 3 с. Компью-теризаци — ялта та малти вырăнта [Пуçелĕк]. Х-р, 27.12. 2001, 2 с. — компьютеризаци шайĕ (Х-р, 28.02.1997, 1 с.).