конгрессмен - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п., ç.с. Чăваш наци конгресĕн йышне кĕрекен çын (Канаш членĕ е Аслă Пуху делегачĕ). ЧНКăн IV Аслă Пухăвĕн ... хупă ларăвне тулли сасăллă конгрессменсем [текстра, конгресменсем] тата ятарласа чĕннĕ çынсем хутшăнаççĕ. ХК, 2000, 3 /, 2 с. (Х-р, 20.06.2000). Вăл [Г.Архипов] ЧНКна 5 çул ертсе пынă хыççăн ун ĕçĕпе кăмăлсăр конгресçăсем тупăннă. К-н, 2002, 16 /, 2 с.