криминаллă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Саккуна хирĕçле, преступленипе çыхăннă; преступлениллĕ, пуçиле (уголовлă). Чăваш енре криминаллă лару-тăру çивĕчленни. Х-р, 4.08.1993, 2 с. Çакнашкал криминаллă ĕç ... Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Рындино салинче те пулса иртнĕ. Т-ш, 1999, 8 /, 3 с. [Çамрăксем] ушкăнпа эрех-сăра ĕçеççĕ, ... пуçсем минресен, криминаллă ĕçсем тăваççĕ. Т-ш, 1999, 12 /, 3 с. — криминаллă ушкăнсем (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.; Х-р, 11.06.1999, 2 с.); криминаллă тытăм (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.; ÇХ, 2002, 17 /, 5 с.); криминаллă истори (Х-р, 14.02.1997, 4 с.); криминаллă йĕрке (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); криминаллă тĕслĕх, криминаллă герой (Т-ш, 1999, 12 /, 3 с.); криминаллă бизнес (ÇХ, 2001, 14 /, 9 с.); криминаллă капитал (Х-р, 2.07.2002, 8 с.).