кролик - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан 12 паллăран (чĕрчунтан) тăваттăмăшĕ; Кушак (туп., 1). Сайкка (Кролик ) çулĕ — ... 1963, 1975, 1987, 1999. ЯБ, 1990, 1 /, 63 с. Кролик çулĕнче кун çути курнă пĕрремĕш пепке — хĕр! ÇХ, 1999, 1 /, 1 с. Кролик çулĕн апогейĕ — раштав уйăхĕнчи суйлав. ÇХ, 1999, 49 /, 2 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Кролик çулĕнче) çуралнă çын; Кушак (туп., 2). Кролик Автана лăпкăн йышăнма пултараймасть. Х-р, 31.12.1992, 3 с.