кроссовки - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Резина тĕплĕ, çӳллĕ хыçлă çăмăл пушмак; кросс пушмакĕ. Хаш та хаш сывлаççĕ ашшĕ-амăшĕ, çуллахи вăхăтра ачана пĕр кроссовка ĕçлесе илмелĕх ăçта ямалла. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Улттăн пыраççĕ те ... 15 çулхи арçын ачана футболкипе кроссовкине хывма хушаççĕ. ХС, 6.08.1999, 2 с. Упнер вăтам шкулĕнче 15 çулхи М. пĕрле вĕре-некенĕн кроссовкине «уралантарнă». Т-ш, 1999, 7 /, 8 с. Шурă носки спорт костюмĕпе, кроссовкипе лайăх. ÇÇ, 2000, 4 /, 4 с. — çăмăл кроссовка (К-н, 1986, 19 /, 11 с.); ют çĕршывра кăларнă кроссовка (Х-р, 4.09.1992, 1 с.); юрăхлă кроссовка (Х-р, 6.02.1993, 2 с.).