ксерокс - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Пĕр-пĕр документа, текста (алăпа çырнине е пичетленине) электрофотографи мелĕпе ӳкерсе илмелли, йышлатмалли аппарат. Электронлă приборсем, компьютер, ксерокс, телевизорсем те — вăйлах мар электро-магнитлă пайăркасем кăлараççĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 6 с. Ăна [ЧНК штаб-хваттерне] телевизорпа, компьютерпа, ксерокспа тивĕçтерес ыйтăва татса патăмăр. Х-р, 20.06.2000, 1 с. Пире валли хăть ăна [документа] ксерокспа кăларса памаллаччĕ. Ар, 2000, 10 /, 2 с. — ксерокспа пичетле, ксерокс хучĕ (Х-р, 18.09.1998, 3 с.); ксерокс курупки (ÇХ, 1999, 13 /, 8 с.).