кулăшçă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Кулăш ăсти; култармăш, мыскараçă, шӳтлевçĕ. Интернационаллă рота тетчĕç пирĕн ротăна... Пурччĕ кулăшçă эрмен, пурччĕ Латви ачисем. Ю.Семенов, 1972, 30 с. Пĕр кулăшçă, вулакансене култарса вĕлересрен хăраса, пĕр кулăшне те кулăшла çырман тет. К-н, 1981, 2 /, 6 с. Иван Мучи, Л.Агаков, В.Енĕш пек кулăшçăсем, тĕслĕхрен, шултралатнă ĕç-пуçа хута яраççĕ. Г.Федоров, 1996, 4 с. — телейсĕр кулăшçă, чăваш кулăшçи (А.Т.-Ыхра, 2000, 6 с., 81 с.).