культурологи - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Халăхăн ăс-хакăл культурине, ăспурлăх (туп.) аталанăвне, культурăпа общество çыхăнăвне тĕпчекен ăслăлăх. Ăна [Н.Егорова] Чăваш патшалăх уни-верситетне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Килнĕ-килменех вăл кунта культурологи кафедрине туса хурать. ХС, 23.02.1999, 4 с. Хальхи вăхăтра журналист е учитель пулакансем уйрăммăн вĕренеççĕ, культурологи уйрăмĕ те пур. Х-р, 2.08.2000, 3 с. — культурологи факультечĕ (ТА, 2003, 2 /, 32 с.).